«Чăваш чĕлхи - чĕкеç чĕлхи»

«Чăваш чĕлхи - чĕкеç чĕлхи»

Ҫамрӑк ӑрӑва тӑван чӗлхе пуянлӑхӗпе, унӑн йӑли-йӗркипе паллаштарас, тӑван чӗлхене юратма, хисеплеме вӗрентес тӗллевпе ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пирĕн  «Шевле» ача садĕнче «Чӑваш чӗлхи — чӗкеҫ чӗлхи» уявӗ иртрӗ. Илемлӗ чӑваш кӗписене тӑхӑннӑ шӑпӑрлансем хӑйсен хаваслӑ юрри-ташшисемпе куракансене савӑнтарчĕç.  Чӑваш чӗлхи епле  пуян,  илемлӗ,  асамлӑ пулнине ҫирӗплетсе хӑйсен янӑравлӑ юррисемпе тата чăваш вăūисемпе  уява пуянлатрĕç.