"Шевле" ача сачӗнчи шӑпӑрлансем "Хунав" фестивалӗн призерӗсем

"Шевле" ача сачӗнчи шӑпӑрлансем  "Хунав" фестивалӗн призерӗсем



   Чӑваш Республикин вӗренӳ министерстви Чӑваш Республикин вӗренӳ организацийӗсене ҫӳрекен ачасен "Хунав" фестивале килнӗ ӗҫӗсене хакласа пӗтӗмлетӳ тунӑ. Фестивалӗн республика тапхӑрне Чӑваш Республикин 25 муниципалитетӗнчен тата Тутар Республикин, Ульяновск облаҫӗн ача сачӗсенчен "Илемлӗ чӑваш юрри", "Асамлӑ юмах тӗнчи", "Янра, сӑввӑм, хытӑрах" номинацисемпе пурӗ 93 видеосюжет килнӗ. Жюри членӗсем ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. Кӑҫалхи ҫул ҫӗнтерӳҫӗпе призерсем шутӗнче 24 номер. "Шевле" ача сачӗнчи шӑпӑрлансем "Асамлӑ юмах тӗнчи" номинацинче "Хура кушак" ятлӑ юмахра хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса 2-мӗш вырӑн йышӑнма пултарчӗҫ. Ачасене малалла тата та ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр.